Чĕлхе фестивалĕ – тĕрлĕ чĕлхепе паллаштаракан уяв. Ун шутĕнче çавра сĕтел, чĕлхепе çыхăннă ăмăрту, концерт т. ыт. ĕç. Фестиваль тĕллевĕ – тĕнчери чĕлхе тĕрлĕлĕхĕпе тата пĕлсех кайман халăх культурипе паллаштарасси.