«Ӑнăçулăх чĕлхи» шкула Шупашкарта 2007 çулта ют çĕр-шыв чĕлхине вĕрентекенсене тата куçаруçăсене  пĕрлештерес тĕллевпе йĕркелесе янă.

Халĕ пирĕн йышра 30 ытла вĕрентӳçĕпе куçаруçă. Вĕсем – акăлчан, француз, нимĕç, испан, итальян, турккă, япон, эсперанто тата чăваш чĕлхи пĕлӳçисем.

Эпир хамăр республикăра чи нумай чĕлхе вĕрентме пултаракан шкул. Пирĕн шутпа, хальхи çыннăн темиçе ют çĕр-шыв чĕлхи пĕлмеллех, чĕлхе вĕренессине вара мĕн ачаранах тытăнмалла.

Иккĕленмесĕрех калама пултаратпăр – хальхи вăхăтра ют çĕр-шыв чĕлхи пирĕн пурнăçа ытларах та ытларах кĕрсе пырать: нумай ĕçе пурнăçлама чĕлхе пĕлни кирлĕ, çул çӳреве тухсан та çаплах, тăван хулара та ытларах та ытларах чикĕ тулашĕнчен килнĕ хăна, турист, бизнесмен йышланса пырать.

Пирĕн программа тĕнче шайĕнчи вĕрентӳ стандарчĕсемпе килĕшсе тăрать.

Пирĕн патра вĕренни сире çирĕп пĕлӳллĕ тăвĕ, вĕренĕвĕ хăй те кăмăлăра кайĕ.

Мĕншĕн çапла-и?

Хуравĕ ансат: эпир кашни вĕренекен патне уйрăм çул хыватпăр, пурне те пĕр пĕтĕмĕшле мар, кашнине хăйне тĕллĕн пĕлӳ паратпăр. Тата…

Пирĕн вĕрентекенсем ăслă-тăнлă. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр. Вĕсем ылтăнпа тан. Кашни – пултаруллă та кăсăк, мал ĕмĕтлĕ çын. Мĕн пур вĕрентекенĕн ятарлă чĕлхе пĕлĕвĕ илни çинчен калакан хут кăна мар, ют чĕлхене вĕрентме ирĕк паракан тĕнче шайĕнчи сертификат та пур.

Хапăл тăватпăр!

Адреса и реквизиты
ООО «Школа иностранных языков «Язык для успеха»
428000 г.Чебоксары пр.Ленина,7
ИНН 2130122892
КПП 213001001
р/с 40702810716100030090
в ОАО АКБ «Авангард» г.Москва
кор.счет 30101810000000000201 БИК 044525201
ОГРН 1132130009637 выдан ИФНС по. г.Чебоксары 02.07.2013