Кил-йышпах вĕренмелли «Language family» чĕлхе уйлăхĕ

Ку вăл – вăхăта кил-йышăрпа пĕрле савнăçлă та усăллă ирттермелли чи лайăх мел.
Эпир сире тĕнче шайĕнче ирттерекен «Language family» уйлăха йыхравлатпăр. Ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, пиччĕшĕ-шăллĕ, аппăшĕ-йăмăкĕ – эпир сире кĕтетпĕр.
Уйлăхра:
— ют çĕр-шыв çыннипе пĕрле унăн тăван чĕлхине ăша хывасси
— пултарулăх каçĕсем, кил-йыш вăййипе ăмăртусем;
— ашшĕ-амăшĕпе ачи-пăчин пĕрлехи пултарулăх ĕçĕ, мастер-класс таврашĕ.
Енчен те эсир пирĕн уйлăха маларах хутшăннă пулсан ку хутĕнче сирĕншĕн вĕренӳ йӳнĕрех пулĕ.
Информация о семейном лингвистическом лагере 24 июля — 31 июля 2016 Вконтакте здесь
Шкулăмăр çумĕнчи «Language world» уйлăх.

Яланхиллех ку уйлăх çĕртме уйăхĕнче пуçтарăнать.
Программăра: акăлчан чĕлхи, иккĕмĕш ют çĕр-шыв чĕлхин кӳртĕмĕ, ют çĕр-шыв çыннисемпе хутшăнасси, уçă сывлăшра уçăлса çӳресси, вăйă, ăмăрту-тупăшу, экскурси. Эсир пĕр, икĕ, виçĕ е тӳрех тăватă эрнене çырăнма пултаратăр.
Уйлăхăн кулленхи йĕрки:
9.00–15.00
Уйăлăх пуçтарăнакан вырăн: шкулăмăр филиалĕсем
Тĕнче шайĕнчи «Language for success» уйлăх
Хĕлле, çур кунне, çулла тата кĕр кунне эпир шкул ачисем валли хула тулашĕнче ятарлă уйлăх йĕркелетпĕр.
Пирĕн «Ӑнăçулăх чĕлхи» уйлăхра ача-пăчана нумай енлĕ программа кĕтет: чĕлхе вĕренесси, спортпа туслаштарасси, пултарулăха аталантарасси. Акăлчан чĕлхине тĕрлĕ сыпăка пайласа вĕрентетпĕр, ытти чĕлхепе те паллашма сĕнетпĕр – испан, итальян, китай, француз т. ыт. Ертӳçисем – ют çĕр-шывран килнĕ çынсем. Уйлăх – кăмăллă лару-тăрура чĕлхе вĕренмелли самант.
«Хавал» çуллахи уйлăх
Тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхине çулсерен пуçтарăнса вĕренес йăлана йĕркелесе ярасси, чăваш халăхĕн культурипе, кун-çулĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарасси. Вĕренӳ лекци, тренинг, çавра сĕтел, пĕрлехи ĕç-хĕл, сывлăхшăн усăллă кану урлă пулса пырать. Эпир шансах тăратпăр, «Хавал» уйлăх – пире хамăрăн авалхи йăх-несĕлпе çывăхлатакан тытăм. Вăл пире çĕнĕ тус-юлташ тупма, чăвашлăха туса тăма пулăшĕ.
Вĕренӳ ĕçне виçĕ шая уйăрса йĕркелетпĕр. Урокĕсене пултаруллă вĕрентекенсем хальхи меслетсене тĕпе хурса ирттереççĕ.
7–12 çулхи ача-пăча валли – уйрăм программа.